Хисеплӗ ентешĕмĕрсем!
Сире Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Ҫак хӑюлӑхпа паттӑрлӑх тата хастарлӑх уявӗнче эпир Раҫҫей ҫарӗн паттӑрла ӗҫӗсемпе чаплӑ ҫӗнтерӗвӗсене мӑнаҫланса аса илетпӗр, ҫар дежурствинче тӑракан, халӑхшӑн вӑй хурасси чун туртӑмӗ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси вара – професси пулса тӑнӑ ҫынсене чыслатпӑр.
Раҫҫей ҫарӗпе флочӗн вӑй-хӑватне паян тӗнчере лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫӗршывра оборона промышленноҫӗ ӑнӑҫлӑ аталанать, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен професси ӑсталӑхӗ ӳссе пырать. Ҫӗршыв ертӳлӗхӗн ҫирӗп тӗллевлӗ политикин ырӑ витӗмне пула ҫар службин сумлӑхӗ пысӑкланать.
Тӑван ҫӗре хӳтӗлесси пирӗн пӗтӗм халӑхшӑн чыслӑ тивӗҫ шутланнӑ, шутланать, шутланӗ те. Йывӑр вӑхӑтра яланах кадрти ҫар ҫыннисемпе пӗрле мӗнпур халӑх строя пӗр ҫын пек тӑнӑ. Шӑпах Тӑван ҫӗршыва чунтан юратни, ҫынсем унӑн интересӗсене, ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хӳтӗлеме хуть хӑҫан та хатӗр пулни Раҫҫее аслӑ тата никам ҫӗнтерейми ҫӗршыв тӑвать.
Хальхи ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫе кадет юхӑмӗ пысӑк тӳпе хывать. Енчен те кашниех хӑйӗн гражданин тата ҫар тивӗҫне лайӑх шайра пурнӑҫласа пырсан, эпир пӗрле хамӑрӑн ачасен телейлӗ малашлӑхне тата тӑван ҫӗр ҫинче тӑнӑҫлӑх хуҫаланассине тивӗҫтерме пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Мӗнпур ҫар ҫыннине служба тивӗҫӗсене чыслӑн та тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн, вӗсен ҫемйисен членӗсене вара – ҫирӗп тылшӑн тата хӑйсен хӳтӗлевҫисене пулӑшса пынӑшӑн тав тӑватӑп. Чӑн-чӑн патриотлӑх тӗслӗхне кӑтартакан ветерансене пур кӑмӑлтан тайма пуҫ тата паттӑррӑн ҫапӑҫса вилнӗ салтаксене ӗмӗр-ӗмӗр асра упрар.
Хаклӑ ентешӗмӗрсем, сире уяв ячӗпе саламлатӑп тата пӗтӗм чӗререн ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев
Уважаемые соотечественники!
Сердечно поздравляю вас с Днем защитника Отечества!
В этот праздник мужества, доблести и отваги мы с гордостью вспоминаем подвиги и победы российского воинства, чествуем тех, кто находится на боевом посту, для кого служение народу стало призванием, а защита Родины – профессией.
Мощь армии и флота России признают сегодня во всем мире. В стране успешно развивается оборонная промышленность, повышается профессионализм защитников Отечества. Как результат целенаправленной политики руководства страны растет престиж военной службы.
Защита отчизны была, есть и будет делом чести для всего нашего народа. В трудные времена в один строй с кадровыми военными вставали всем миром. Именно беззаветная любовь к Родине, готовность граждан отстаивать свободу, интересы и независимость своей страны делают Россию великой и непобедимой.
Значительный вклад в патриотическое воспитание современной молодежи вносит кадетское движение. Убежден, что, если каждый будет достойно исполнять свой гражданский и воинский долг, вместе мы обеспечим счастливое будущее наших детей и мир на родной земле.
Благодарю всех военных за честную и добросовестную службу, членов их семей – за надежный тыл и поддержку своих защитников. Низкий поклон ветеранам за пример истинного патриотизма и вечная память павшим воинам.
Дорогие сограждане, поздравляю вас с праздником и от всего сердца желаю вам здоровья, счастья, благополучия и уверенности в завтрашнем дне!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев